Шупашкар районӗ те, республика та Ял хуҫалӑхӗнче тата тирпейлекен промышленноҫра ӗҫлекенсен уявне палӑртрӗҫ-ха. Ҫапах та ку вӑл уй-хирти ӗҫ вӗҫленнине пӗлтермессе те пултарать. Чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне, акӑ, асӑннӑ муниципалитетра кукуруза малалла вырнӑ.
Ҫапла, ҫак культурӑна юлашки ҫулсенче симӗс апатлӑх ҫеҫ мар, тырӑлӑх та ӳстереҫҫӗ. Маларах эпир асӑннӑ кун тӗлне Шупашкар районӗнче кукурузӑна 80 гектар вырнӑ. Тухӑҫ кашни гектартан вӑтамран 80 центнер тухнине пӗлтереҫҫӗ.
Патӑрьел, Куславкка тата Вӑрмар районӗсенче хӗвелҫаврӑнӑша 572 га ҫинчен пухса илнӗ. Унӑн тухӑҫӗ гектар пуҫне вӑтамран 14 центнер тухать. Кӗрхи ҫӗртме сухине тӑвассипе те республикӑри тепӗр хуҫалӑхсем малалла ӗҫлени паллӑ.
Шупашкар районӗнчи Яранкасси ялӗнче пурӑнакан Майоровсем темӗн тӗрлӗ чӗрчун та, кайӑк-кӗшӗк те усраҫҫӗ. Нумаях пулмасть вӗсем Альпака туяннӑ.
Майоровсем ятарласа Краснодар крайне кайса альпакӑн пӗр аҫине тата икӗ амине илсе килнӗ. Чӗрчунсем ҫула йӗркеллех чӑтса ирттернӗ, хӑйсене чиперех туяҫҫӗ. Хальлӗхе ҫемье вӗсене 30 кунлӑха карантина хупнӑ.
Альпака – Кӑнтӑр Америкӑра пурӑнакан чӗрчун. Вӑл 81-99 сантиметр ҫӳллӗш, 48-84 килограмм таять. Вӗсен ҫӑмӗ паха, вӑл сурӑхӑнни пекех, анчах ҫӑмӑлрах. Альпакӑн какайне те ҫиеҫҫӗ. Пасарта вӗсен тирне те сутаҫҫӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи «Заря» агрофирмӑра пӑру вити уҫӑлнӑ. Унта 100 пуҫ вырнаҫать.
Ҫӗнӗ вите Малиновка поселокӗнче вырнаҫнӑ. Витене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ ҫӗре Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Горбунов хутшӑннӑ. Вӑл «Заря» агрофирма тӗслӗх пулнине палӑртнӑ. Ҫулталӑк каялла унта 200 ӗне вырнаҫмалӑх вите уҫнӑ. Унтах ӗне сумалли пӳлӗм, сӗт сивӗтмелли цех вырнаҫнӑ. Унтанпа ҫулталӑк ҫеҫ иртнӗ – ҫӗнӗ вите хута кайнӑ. Эппин, «Заря» агрофирма ҫанӑ тавӑрса ӗҫлет.
Ку кӑна мар. Агрофирмӑра кӑҫал утӑ, тырӑ упрамалли хуралтӑсем те хута кайнӑ. Агрофирма директорӗ Рафис Айсын каланӑ тӑрӑх, хуҫалӑхра хальлӗхе 450 мӑйракаллӑ шултра выльӑх. Ҫитес вӑхӑтра вӗсем сенаж хумалли икӗ шӑтӑк тата 200 ӗне вырнаҫмалӑх вите хута ярасшӑн.
Паян Шупашкара республикӑри ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем професси уявне пухӑннӑ. Календарьпе пӑхсан ку уяв юпа уйӑхӗнчех-ха, анчах вӑл вӑхӑтра уй-хирти ӗҫ вӗҫленсе ҫитеймест те, хресченсен уявне яланах чӳк уйӑхӗн малтанхи кунӗсенче ҫеҫ ирттереҫҫӗ. Паянхи уява Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче йӗркеленӗ.
Професси уявӗсене пуҫтарӑннисене республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев саламланӑ. Залри пысӑк сцена ҫине тухиччен вӑл агропромышленность предприятийӗсен продукцийӗпе паллаштаракан курава пӑхса ҫаврӑннӑ.
«Эпир сирӗнпе ака вӑхӑтӗнче, уй-хирти ӗҫ пынӑ вӑхӑтра час-часах тӗл пулнӑ. Эсир пурте пулас тухӑҫшӑн пӑшӑрханаттӑр», — тенӗ Михаил Игнатьев.
Вӑл отрасльте ҫаврӑнӑҫуллӑ ертӳҫӗсем йышланса пынине палӑртнӑ. Район администрацийӗсен ертӳҫисене Михаил Васильевич ял хуҫалӑхне аталантарма пулӑшма чӗнсе каланӑ.
Пушкӑртстанра ящур чирне тупса палӑртнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енри ветеринарсемпе эпизоотологсем те ыйтупа ҫивӗчрех ӗҫлеме пуҫланӑ.
Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечӗн пайташӗсемпе тата федераци службисен Чӑваш Енри уйрӑмӗсен ертӳҫисемпе паян ирттернӗ канашлура та выльӑх-чӗрлӗх чир-чӗрӗпе кӗрешессине сӳтсе явнӑ.
Чӑваш Енри Патшалӑх ветеринари службин ертӳҫи Сергей Скворцов палӑртнӑ тӑрӑх, ветеринари ӗҫченӗсем республикӑра выльӑх чирӗсем анлӑ ан сарӑлччӗр тесе тӗрлӗ мероприяти йӗркелеҫҫӗ, профилактика ӗҫне сахал мар пурнӑҫлаҫҫӗ.
Мӑйракаллӑ шултра выльӑха лейкоз чирӗнчен сыхлама тӑрӑшаҫҫӗ. Килти сыснасене, хир сыснисене ҫивӗч тӗрӗслеҫҫӗ. Уртаракан чир выльӑхсем хушшинче ан сарӑлтӑр тесе ятарлӑ вакцинӑсем туса ӗлкӗрнӗ. Патшалӑхӑн ветеринари службин, Ветеринари тата фитосанитари надзорӗ енӗпе ӗҫлекен федераци службин специалисчӗсем республикӑра хӑрушлӑх ҫуккине ҫирӗплетеҫҫӗ.
Шупашкарти сӗт-ҫу заводне модернизацилесшӗн. Ҫакна Чӑваш Енӗн инвестици илӗртӳлӗхне ӳстерессипе ӗҫлекен канашӑн паянхи ларӑвӗнче хускатнӑ.
Савут ертӳҫи Алексей Гирюк маларахри хуҫаран туяннӑ предприяти ҫав тери хавшак пулнине, ӑна ҫӗнӗрен реконструкцилемеллине палӑртнӑ. Хальхи вӑхӑтра унӑн инвестици хакӗ 356,8 млн танлашнине пӗлтернӗ. Объектӑн ҫивӗттине ҫӗнӗрен витнӗ. Пӑрлӑ шыв валли станци хута янӑ, котельнӑйне юсанӑ. Паянхи пурнӑҫ таппинче вӗсем халӑх валли 100 ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ хатӗрлеме те тӗллев лартнӑ. Пӗр сӑмахпа каласан, пысӑк технологиллӗ хатӗрсем вырнаҫтарса производствӑн калӑпӑшне ӳстерме шут тытнӑ.
Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов регионта сӗт-ҫу таварӗ ҫителӗклӗ пулнине палӑртнине, ытлашшине кашни ҫул ытти тӑрӑха вӑтамран 150 пин тонна ӑсатнине пӗлтернине республикӑри влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ.
Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнче хӑмла плантацийӗ уҫма палӑртнӑ. «Ленинская искра» колхозра ҫӑвӗпех ӗҫсем пынӑ.
Хӑй вӑхӑтӗнче ку колхоз СССР халӑх депутачӗ, РФ культура тата ял хуҫалӑх тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Аркадий Айдак тӑрӑшнипе кӑрлесе тӑнӑ. Унта хӑмла ӳстернӗ кӑна мар, хӑйсен сӑра савучӗ те пулнӑ. Анчах СССР аркансан чылай ӗҫ пӑрахӑҫланнӑ.
Халӗ «Подвязный» сортлӑ хӑмлана Ачакра, Яракассинче тата Лапракассинче ӳстереҫҫӗ. «Ленинская искра» колхозра хунавсене ҫулсерен ҫӗнетеҫҫӗ. Яракассинче ҫулла 2 гектар ҫӗре кӑпкалатса, ҫумран тасатса тӑнӑ. Халӗ унта шпалерсем вырнаҫтараҫҫӗ, эрне вӗҫӗнче хунавсене лартӗҫ.
Сӑмах май, кӑҫал Етӗрне районӗнче хӑмла япӑх мар туса илнӗ. Ӑна 34 гектар ҫинче ҫитӗнтернӗ.
Паян, юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Вӑрнар районӗнче выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетмелли пысӑк комплекс хута кайнӑ. Асӑннӑ объекта Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ Малтикас тӑрӑхӑнче ҫӗклесе лартнӑ. Фермӑра 500 ӗне тата 400 пӑру вырнаҫтарма пулать.
«Чаплӑ пулӑма» республика Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа пӗрле Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов хутшӑннине ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтерет. Вӗсем ҫеҫ-и, ытти тӳре-шара та хутшӑннӑ.
Пухӑннисене саламланӑ май Михаил Игнатьев ҫак ферма республикӑри чи пысӑккисенчен пӗри пулнине пӗлтернӗ. Кунта пуян ӗҫ опычӗпе паллашма ытти тӑрӑхран специалистсем вӗренме килнине палӑртнӑ. Ӗне тата пӑру тытмалли фермӑна тума хыснаран укҫа уйӑрса та пулӑшӗ. Пӗтӗмпе 90 млн тӑкакланнӑ, ҫав шутран 27 млн тенкӗ субсиди уйӑрӗҫ.
Пӗр килнӗ пек чухне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев фермӑри пӳлӗмсене кӗрсе тухнӑ, условисемпе кӑсӑкланнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ ӗҫ тӑвакан влаҫра ӗҫлекенсемпе тунтикунсерен канашлу ирттерет. Михаил Игнатьев Сочире пулнӑран паянхи планеркӑна Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин ертсе пынӑ. Унта хускатнӑ ыйтусем шутӗнче тыр-пул хакӗ те пулнӑ.
Республика ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов республикӑра тӗш тырра, ҫӗрулмине пӗтӗмпех пухса кӗртнине пӗлтернӗ. Хальхи вӑхӑтра хирте пахча-ҫимӗҫ тата куккурус юлнӑ. Хӗвелҫаврӑнӑш та хиртех-ха: ӑна пухса илмелли — 7 пине яхӑн гектар.
Иван Моторин тыр-пул хакӗсемпе кӑсӑкланнӑ. Тасатнӑ-типӗтнӗ тырӑ хакӗ аптӑрамасть пулсан, типӗтмен тырра килограммне 3–3,5 тенкӗпех сутаҫҫӗ. Мӗн тӑвӑн, типӗтме услови ҫук хуҫалӑхсен кӑвакартса яриччен ҫак хакпах ярӑнтарма тивет.
Патшалӑх Думинче ҫывӑх вӑхӑтра ҫӗнӗ саккуна пӑхса тухӗҫ. «Выльӑх-чӗрлӗх хӑрушсӑрлӑхӗ» текен саккунпа килӗшӳллӗн килти кашни чӗрчуна — кушаксемпе йытӑсене — укҫа тӳлесе регистрацилеме тивӗ. Кун пирки «РИА Новости» информаци агенствине парламентӑн аялти палатин экологи тата тавралӑх хӳтӗлев комитечӗн председатель ҫумӗ Владимир Панов пӗлтернӗ.
Чӗрчунсене регистрацилес йӗркене правительство хатӗрленӗ тет, халӗ ӑна якатса ҫитереҫҫӗ. Чӗрчуна шута илнӗ чухне укҫа тӳлеме тивӗ. Мӗн чухлӗ? Хальлӗхе паллӑ мар.
«Ветеринати ҫинчен» саккуна йышӑннӑ хыҫҫӑн чӗрчунсене мӗнле шута илессине палӑртман пулнӑ. Ҫавна пула ку саккун кирлӗ пулса тӑнӑ — вӑл килти выльӑх-чӗрлӗхе мӗнле регистрацилемеллине пӑхса хӑварӗ. Чипласси (чип лартасси) ирӗклӗ пулӗ. Депутат пӗлтернӗ тӑрӑх килте кушак е йытӑ пурри пирки, ҫын вӗсен хуҫи пулни ҫинчен пӗлтерни те ҫителӗклӗ пулӗ имӗш.
Ку саккуна йышӑннӑ хыҫҫӑн хӑрушсӑрлӑх та лайӑхланасса шанаҫҫӗ. Хӑш-пӗр хуҫи имӗш, унӑн кушакки е йытти мӗнле те пулин сӑтӑр тунӑ хыҫҫӑн айӑпа йышӑнасран вӗсенчен хӑтӑлать, вӑл чӗрчун унӑн пулнине хирӗҫлеме пуҫлать. Кашни кушака е йытта регистрациленӗ хыҫҫӑн айӑплавран кунашкал хӑтӑлма май пулмӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ | ||
| Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |